#наци проекчĕ
Стерлитамакăн «Предприниматель сехечӗн» ларӑвӗнче кондитер цехне малалла аталантарассипе тата хула ҫумӗнчи сервис йӗркелессипе ҫыхӑннӑ инвестпроектсене сӳтсе явнă, тесе пӗлтернӗ мэрире.
«Предприниматель сехетĕнче» пӑхса тухнӑ проектсенчен пӗри Элеватор урамӗ хӗррипе хула ҫумӗнчи сервис тата демонстраци «модульлӗ ял» йӗркелессине тӗпе хурать.
«Инвестор павильонлӑ нумай функциллӗ зона хӑпартма, ҫавӑн пекех хӑтлӑх кӗртме палӑртать: ешересси, парковка тата хула ҫыннисем валли кану зонисем, — каласа панă Стерлитамак мэрийӗнче. - Администраци пуҫлӑхӗ Эмиль Шаймарданов концепцие ырланă, анчах тепӗр хут сӳтсе явмалли проекта тӗплӗн туса ҫитерме сӗннĕ».
«Ҫавӑн пекех Эмиль Шаймарданов продукцие «Стерлитамакра тунӑ» маркировкӑпа брендламаллине палӑртнӑ», — тесе хушса каланӑ хула администрацин пресс-службинче. «Предприниматель сехечӗ» «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн эрнесерен ирттернине аса илтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: телеграм-канал / Стерлитамак администрацийӗ.