Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
10 Мартӑн , 11:51

Пушкӑртстанри Учалӑ больницине ҫӗнӗ оборудовани килнӗ

Хальхи отоларинголог установкине Пушкӑрт Республикинчи Учалӑри тӗп район больницин (ЦРБ) ача-пӑча поликлиникине "Вӑраха тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ" нацпроект пулӑшнипе туяннӑ.

Пушкӑртстанри Учалӑ больницине ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Пушкӑртстанри Учалӑ больницине ҫӗнӗ оборудовани килнӗ

Преми класлӑ модульлӗ лор-комбайн тӗрлӗ чирсене комплекслӑ диагностикӑпа тата сиплевпе тивӗҫтерет. Комплекта аспиратор, медикаментсем сапмалли хатӗрсем, хӑлхапа миндалина ҫумалли тытӑм, ҫутаткӑҫсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех установка тӗпчевсене фото - тата видеофиксацилеме май парать.

"Асӑннӑ техника лор-врачӑн ӗҫӗн пысӑк тухӑҫлӑхне тивӗҫтерет. Ҫӗнӗ оборудовани медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне самай лайӑхлатӗ, пирӗн пӗчӗк пациентсене диагностикӑпа сиплемелли процеса хӑвӑртлатӗ", — палӑртать Учалӑри ЦРБ оториноларингологӗ Алина Сагитова тухтӑр.

"Вӑраха тӑсӑлакан тата хастар пурнӑҫ" нацпроектӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен вӑрӑм ӗмӗрӗн ҫӗнӗ кӑтартӑвӗсене ҫитесси. 2030 ҫул тӗлне кӗтнӗ пурнӑҫ тӑршшӗне 78 ҫула ҫити, 2036 ҫул тӗлне 81 ҫула ҫити ӳстерме палӑртнӑ. Нацпроект пулӑшнипе медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ, реабилитаци тытӑмӗ лайӑхланать, наци тӗпчев центрӗсен серепи аталанать, сывлӑх сыхлавне цифрӑлас ӗҫ пырать. Ҫӗнетнӗ нацпроектсем РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑнӑвӗпе 2025 ҫултанпа пурнӑҫланаҫҫӗ.

ПР Сывлăх сыхлав министерстви.

Сăнÿкерчекĕ: https://fotobank02.ru/

Пушкӑртстанри Учалӑ больницине ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Пушкӑртстанри Учалӑ больницине ҫӗнӗ оборудовани килнӗ
Автор:
Читайте нас