Строительсем отделка тума, стенасене тикӗслеме тата сӑрлама тытӑннӑ та ӗнтӗ. Планра - хальхи йышши оборудовани, мультимедиа техники, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туянасси.
Проекта пурнӑҫа кӗртессине вӗҫлеме тата ҫӗнетнӗ вулавӑша 2026 ҫулхи сентябрьте уҫма палӑртаҫҫӗ. Июнĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕ сĕтел-пукан тăратмалла, пухмалла, унтан кĕнекесем хумалла.
- Пирӗн тӗллев - Пишпӳлек районӗнчи пур ҫыншӑн та туртӑнмалли пӑнчӑ пулса тӑракан хальхи культура анлӑхне туса хурассси. Идеалта ку ҫынсем тӗл пулмалли, хутшӑнмалли, хӑйсен пултарулӑх идейисене пурнӑҫа кӗртмелли, канӑва пӗрле ирттермелли вырӑн. Ҫапла пуласса шанатӑп. Ҫакӑн пек нацпроектсем пурри те питӗ лайӑх, вӗсене пула пирӗн ҫакӑн пек майсем ҫуралаҫҫӗ, — палӑртать Пишпӳлек район администрацийӗн культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессин пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Арефьева.