Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
23 Мартӑн , 11:48

Турци инвесторӗ Пушкӑртстанра тулли цикллӑ завод тӑвӗ

#наци проекчĕ

Турци инвесторӗ Пушкӑртстанра тулли цикллӑ завод тӑвӗ
Турци инвесторӗ Пушкӑртстанра тулли цикллӑ завод тӑвӗ

 

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров республикӑн Турципе суту-илӳпе экономика ҫыхӑнӑвӗсене 2026 ҫулта хастар аталантарни ҫинчен каласа панă. Ӗҫ «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пырать.

Пӗрле ӗҫлемелли малашлӑхлӑ ҫул-йӗрсенчен пӗри — машиностроени. Уфа районӗнче тулли цикллӑ тиев ҫӗклекен техника завочӗ тума палӑртаҫҫӗ. Проекта «Озфатихлер Кран Уфа» компани пурнӑҫлать, инвестор республикӑн аталану корпорацийӗпе пӗрле тӑвать. Ҫитес вӑхӑтра пуҫарӑва регион Пуҫлӑхӗ хутшӑннипе иртекен «Инвестчасра» тӑратӗҫ.

2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанпа Турцин тавар ҫаврӑнӑшӗ 4,1% ӳснӗ, ҫав вӑхӑтрах республикӑран экспорт 10,6% ӳснӗ. Премьер-министр Турцие мартăн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен иртекен пысӑк бизнес-мисси хатӗрлени пирки те пӗлтернӗ. Унта хутшӑнни республикӑри предприятисене хӑйсен продукцине потенциаллӑ партнерсене тӑратма, калаҫусем ирттерме тата Турци рынокне тӗплӗн тӗпчеме май парӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровӑн социаллă сечӗсем.

 

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-03-18/turetskiy-investor-postroit-v-bashkirii-zavod-polnogo-tsikla-4618774

 

 

 

 

 

Турци инвесторӗ Пушкӑртстанра тулли цикллӑ завод тӑвӗ
Турци инвесторӗ Пушкӑртстанра тулли цикллӑ завод тӑвӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас