#наци проекчĕ
«Туризм тата тараватлӑх» наци проектне пула «Дема юханшывӗ тӑрӑх ишесси» ҫӗнӗ туризм маршручӗ пулса тӑнӑ, ҫакӑ уйрӑм предпринимателе хӑйӗн бизнесне анлӑлатма май панӑ.
Конкурс суйлавӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх проекта пурнӑҫлама 1,5 млн тенкӗлӗх субсиди уйӑрнӑ.
— Пушкӑртстан Республикинче 700 ытла маршрут шутланать, вӗсен шутӗнче экскурси, экологи, лаша, гастрономи, этнотурсем, юхтарусем, ҫуран, автобус, промышленноҫ тата ӑслӑлӑхпа популярлисем. Республикӑри туроператорсем регион тӑрӑх ҫулҫӳревсене юрӑхлӑ, интереслӗ тата пӗлӳллӗ тӑваҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсен тӗрлӗ категорийӗ ыйтнипе маршрутсем йӗркелеҫҫӗ, — ӑнлантарнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина.
Пишпÿлек районӗнчи уйрӑм предприниматель Газиз Сираев Пушкӑртстан Республикин предпринимательлӗхпе туризм министерствин конкурсне хутшӑнса патшалӑх пулӑшӑвӗпе туроборудовани туяннӑ: катамарансем, байдаркӑсем тата сапбордсем.
— Дема — ту шывӗ мар, кунта алӑк урати те, тӑрук пӑрӑнмалли те ҫук. Вӑл туристсене хӑйӗн тулли кӑмӑлӗпе, васкамасӑр юхӑмӗпе илӗртет, ачасемпе тата ҫемьепе канма лайӑх условисем туса парать. Пирӗн маршрутра туристсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ — техника юхтарнӑ вӑхӑтра эпир сотрудниксемпе юханшыв тӑрӑх пӗтӗм маршрута тасататпӑр, ӳкнӗ йывӑҫсене касатпӑр, чарӑну, кану вырӑнӗсенче экологи мероприятийӗсем ирттеретпӗр, — каласа парать Газиз Рифгатович.
Асӑннӑ маршрутра «ол-инклюзив» пулӑшу сӗнеҫҫӗ, унта хӑтлӑ автобуссемпе трансфер, вырӑнти паллӑ вырӑнсене ҫитсе йӑлана кӗнӗ наци кухнипе апатлаҫҫӗ. Кун пек меслет пысӑк шайри хӑтлӑха тивӗҫтерет, кӑмӑллӑ кану тата регион культурипе паллашасси ҫине туллин тимлӗх уйӑрма май парать.
Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.