#наци проекчĕ
14 ҫул тултарнӑ Пушкӑртстанра пурӑнакансем тирпей-илем объекчӗсемпе сасӑлама волонтер пулма пултараҫҫӗ тесе пӗлтернĕ регионти ЖКХ министерствинче.
«Добро.рф» порталӗнчи ссылкӑпа хутшӑнма пулать. Хӑтлӑх объекчӗсемшӗн пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлава «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.
«Ятарлӑ опыт кирлӗ мар — мӗн кирлине пурне те регионти штабсенче вӗрентӗҫ, — уҫӑмлатнă Пушкӑртстанри ЖКХ министерствин пресс-службинче. - Волонтерсем пурте «Добро.рф» валли верификациленӗ сехет илӗҫ».
Доброволецсем вырӑнти ҫынсене хӑтлӑх кӗртмелли объектсемшӗн улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ сасӑлама пулӑшаҫҫӗ.
«Волонтерсем ҫынсене сасӑлав пирки пӗлме пулӑшаҫҫӗ, проект пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, хутшӑнас процесра ҫынсене пулăшаççĕ. Вӗсен ӗҫне пула ҫӗршывӗпе пин-пин ҫын хӑйсен хулисемпе ялӗсене аталантарма хутшӑнать», - хушса хунă республикӑри ЖКХ министерствинче.
Аса илтеретпӗр, наци проекчӗсене Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: пресс-служба | ПР ЖКХ министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-03-24/v-bashkirii-nabirayut-volontyorov-dlya-golosovaniya-po-blagoustroystvu-4624961