#наци проекчĕ
«Атайсал» культура центрӗ лайӑх енне улшӑнать. Центрта «Ҫемье хаклӑхӗсем тата культура инфратытӑмӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ, вӑл «Ҫемье» нацпроект йышне кӗрет.
Хальхи вӑхӑтра хатӗрленӳ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ: мӗнпур кирлӗ процедурӑсене килӗштернӗ, килӗштерсе ӗҫлемелли условисемпе подрядчиксемпе калаҫусем ирттернӗ, ҫавӑн пекех пӳлӗмсене виҫнӗ. Халӗ специалистсем канӑва йӗркелемелли хальхи стандартсене тивӗҫтерекен оборудованисене суйласа туянма тытӑннӑ.
Пӗрремӗш паллӑ улшӑнусем центр хӑнисене курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗрремӗш хутри фойере тӑватӑ стильлӗ пӳлме вырнаҫтарнӑ, вӗсем уҫлӑха зонӑлама тата канма хӑтлӑ зона тума май параҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн пресс-служби.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-03-25/v-ufe-v-kulturnom-tsentre-ataysal-idet-masshtabnoe-obnovlenie-4627052