Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
30 Марта , 05:33

Пушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсет

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсетПушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсет
Пушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсет

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра таса юнлӑ Беловежски зубрӗсен популяцине юсас енӗпе Раҫҫейшӗн хӑйне евӗрлӗ проект аталанса пырать. Республикӑн ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин тата экологи министрӗ Нияз Фазылов шыв-шур пирки иртнӗ брифингра пӗлтернӗ тӑрӑх, çак чӗрчунсен уйрӑм ушкӑнне Кугарчă районӗнче йӗркеленӗ. Системӑллӑ ӗҫ «Экологи ырлӑхӗ» нацпроект шайӗнче пырать.

Министр хальхи ушкӑнра 25 пуç пулнине, йӑхӗ сакӑр зубр пăрăвĕпе пуянланнине уҫӑмлатнă. Вӑл Беларуҫрен илсе килнӗ чӗрчунсем ӑнӑҫлӑ хӑнӑхса аталанса пынине хушса каланӑ.

Проекта кӗтӗвӗн генетика тасалӑхӗ уйрӑмах пысӑк хак парать. Ведомство пуҫлӑхӗ Раҫҫейре беловежскипе кавказ линийӗсен хутӑшӗ час-часах тӗл пулнине, çав вӑхӑтрах Пушкӑртстан умне шӑпах таса юнлӑ Беловежски популяцине аталантарма тӗллев лартнине ӑнлантарнă.

Регионӑн уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен пӗри пулса тӑракан «Мурадым ту хушӑкӗ» ҫутҫанталӑк паркӗн чиккисенче Беларуҫрен илсе килнӗ вӑрман улӑпӗсене пула «Зубр сукмакӗпе» экскурси маршручӗ ӗҫлет.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак проект РФ Çутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинчи ӗҫтешӗсен пысӑк интерес ҫуратать, Пушкӑртстанӑн таса юнлӑ беловежски зубрӗсене ӗрчетес пуҫарӑвӗ хӑй вара ҫӗршыв шайӗнче хӑйне евӗрлӗ тесе йышӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ecology.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-03-27/v-bashkortostane-rastet-populyatsiya-unikalnyh-belovezhskih-zubrov-uzhe-25-osobey-4630325

 

 

 

Пушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсет
Пушкӑртстанра хӑйне евӗрлӗ Беловежски зубрӗсен йышӗ ӳсет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас