#наци проекчĕ
Уфари предприяти производствӑна аталантарма 8% чакарнӑ процент ставкипе ҫӑмӑллӑхлӑ микрозайм 3 млн чухлӗ илнӗ.
«Эффективлӑ тата конкурентлӑ экономика» наци проектне пурнӑҫланӑ май Пушкӑрт микрокредит компанийӗ укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу панӑ.
— Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑн ҫӗнӗ субъекчӗсене пулӑшмалли программа бизнеса аталантарма лайӑх условисем туса пама тӗллев лартнӑ, компанисен рынокри конкурентлӑхне лайӑхлатма пулӑшать. Тупӑшлӑ условисенче кивҫен илнине пула предприятисем ӗҫ-хӗле ҫирӗплетме, рынокри хӑйсен позицийӗсене ҫирӗплетме май тупаҫҫӗ, — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина.
Компани пахалӑхлӑ ҫурмафабрикатсем тата хатӗр апат-ҫимӗҫ туса илессипе специализациленет. Финанс пулӑшӑвӗ предприятие чӗртаварпа продукци кӳрессине вӑхӑтра тӳлеме, ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеме, ҫавӑн пекех производство тӗллевӗллӗ пӳлӗме арендӑна илме май парӗ.