Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
2 Апреля , 05:48

Благовар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗ

#наци проекчĕ

Благовар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗБлаговар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗ
Благовар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Благовар районӗнче куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме пӑрахмасть. Ӗҫ «Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пырать тесе пӗлтернĕ регионти Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче.
Куҫса ҫӳрекен комплекса мӗнпур кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ: ЭКГ аппарачӗпе, гинекологи креслипе, спирометрпа, пульсоксиметрпа тата тонометрпа. Мобильлӗ ФАПра пациентсем диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрӗ шайӗнче анализсем парса тӗрӗслевсем иртме пултараҫҫӗ. Специалист консультаци ирттерет, сӗнӳсем парать, ҫавӑн пекех тарăна кайнӑ чирсемпе аптӑракан граждансене терапи енĕпе пулăшу парать. 2026 ҫулхи январьтен пункт 113 хут ҫула тухнӑ, 2190 ҫынна йышӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-04-01/mobilnyy-fap-v-blagovarskom-rayone-obespechil-medpomoschyu-bolee-2000-chelovek-4635938

 

 

Благовар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗ
Благовар районӗнчи мобильлӗ ФАП 2000 ытла ҫынна медпулӑшупа тивӗҫтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас