Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
6 Апреля , 05:16

Пушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗç

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗçПушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗç
Пушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗç

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Шаран районӗнчи Шаран ялӗнче «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программине пурнӑҫа кӗртнипе тӗп площаде тирпей-илем кӗртесси малалла тӑсӑлӗ. Кун пирки регионти Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

Кӑҫал площадьре ҫӗнӗ сцена, куракансем валли икӗ амфитеатр, пӗчӗк архитектура формисем тата арт-объектсем пулӗҫ.

«Ҫӗнӗ элементсем территорие илем кӳрӗҫ кӑна мар, халӑх йышлӑ мероприятисем ирттерме, канма хӑтлӑ вырӑн та туса хурӗҫ», — тесе палӑртнă Пушкӑртстанри Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерствинче, Шаранри тӗп площадь тирпей-илем кӗртесси ҫулталӑк каялла пуҫланнине аса илтернĕ.

Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав вӑхӑтӗнче Шаран районӗнче пурӑнакансем ҫак общество территорине суйланӑ.

Наци проекчӗсене Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хушнипе хатӗрленӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: пресс-служба | ПР Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуçалăх министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-04-02/v-bashkirskom-sele-sharan-blagoustroyat-tsentralnuyu-ploschad-4636923

 

 

Пушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗç
Пушкӑртстанри Шаран ялӗнче тӗп площаде хӑтлӑлатӗç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас