Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
7 Апреля , 05:02

Пушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗПушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗ
Пушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗ

 

#наци проекчĕ

«Вӑрах тата активлă пурнӑҫ» наци проектне пула Пушкӑртстанри Киги тӗп район больницине хальхи лапароскоп стойки килнӗ. ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулта кӑна кунта ҫакӑн пек 70 ытла операци пурнӑҫланӑ.

Лапароскопин тӗп лайӑх енӗсем — пӗчӗк суран тата хӑвӑрт юсанни. Ыратнине, юн ҫухатнине сахаллатни. Пациентсем иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш талӑкрах йӗркене кӗреҫҫӗ, реабилитаци вара хӑвӑл операцийӗсенчен ҫӑмӑлрах та хӑвӑртрах иртет. Унсӑр пуҫне операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑхсен хӑрушлӑхӗ самай пӗчӗкрех.

Лапароскопи технологийӗсене ӗҫе кӗртни — районта хальхи тата юрӑхлӑ медицинӑна аталантармалли пӗлтерӗшлӗ утӑм. Ку сывлӑх сыхлав сферинчи нацпроект малта пыракан методикӑсене ӗҫе кӗртме, пахалӑхлӑ медпулӑшӑва ҫынсем патне ҫывхартма пулӑшнин курӑмлӑ тӗслӗхӗ.

 

Сăнӳкерчӗкĕ: health.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-04-03/v-bashkirii-v-kiginskoy-tsrb-vnedrili-sovremennye-laparoskopicheskie-operatsii-4638708

 

 

Пушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗ
Пушкӑрт Киги тĕп больницинче хальхи лапароскопи операцисене ӗҫе кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас