Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
8 Апреля , 05:59

Пушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫПушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ
Пушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанри Чишма районӗнче 2026 ҫулта «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн М-5 «Урал» — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ.

Ирек тата Чишма ялӗсем хушшинчи лаптӑка нормативлӑ лару-тӑрӑва кӗртӗҫ. Ҫул-йӗрҫӗсем асфальтпа бетон сийне ҫӗнетӗҫ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетӗҫ, паллӑ тӑвӗҫ.

— Ку ҫул-йӗр Альшей, Давлекан, Мияки тата Чишма районӗсенчи нумай ялсенче пурӑнакансен транспортпа усӑ курассинче пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак ҫулпа вӗсем М-5 «Урал» федераллӑ трасса ҫине тухса Уфана ҫитме пултараҫҫӗ. Ҫулӑн ҫак участокне юсани ҫул-йӗр ҫинчи пур ҫыншӑн та хӑрушлӑхсӑр та хӑтлӑ ҫул-йӗрпе тивӗҫтерӗ, — каласа кӑтартнă Пушкӑртстан Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Любовь Минакова.

Пур ӗҫе те 2026 ҫул вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, 2026 ҫулта «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроектпа 200 ҫухрӑма яхӑн ҫулпа 15 кӗпере юсама палӑртнӑ.

 

Ҫӑлкуҫĕ: ПР Транспорт министерстви.

https://contenta.info/press_releases/1265685#scroll

 

 

 

Пушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ
Пушкӑртстанра М-5 — Чишма − Аксен − Мияки ҫулӑн 3,5 ҫухрӑмне юсӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас