

#наци проекчĕ
Уфари патшалӑх нефть техника университечӗн «УГНТУ промышленноҫ туризмӗ» профориентаци проекчӗ «Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври чи лайӑх практикӑсен шутне кӗнӗ. Унӑн сӑнлавне Иннополисӑн пӗрлехи карьера центрӗн — ӗҫе вырнаҫас тата студентсемпе ӗҫлес сферӑра ӑнӑҫлӑ кейссем пухакан федераллӑ платформӑн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Наукӑпа аслӑ пӗлӳ паракан Патшалӑх комитечӗн председателӗ Светлана Мустафина УГНТУ опытне федераци шайӗнче йышӑннин пӗлтерӗшне палӑртнă.
- Хальхи вӗренӳ тӗп пӗлӳ кӑна мар, кашни студента чун-чӗререн, тимлӗн пӑхма та хушать. Асӑннӑ проект шӑпах ҫакӑн пек меслет кӑтартать: ачасем предприятисене чӗре хушнипе, чун-чӗререн кӑсӑкланса, харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе каяҫҫӗ. Пулас специалист хӑйӗн потенциаллӑ ӗҫ вырӑнне тата чӗрӗ производствине хӑй куҫӗпе курсан профессие чӑн-чӑн хутшӑнни ҫуралать. Пирӗн аслӑ шкул практикине пысӑк хак пани, халӗ федераци платформинче кӑтартни савӑнтарать - ку вӑл УГНТУ командин тухӑҫлӑ ӗҫне тивӗҫлӗ йышӑнни, - ӑнлантарнă Светлана Мустафина.
Проектӑн йӑлана кӗнӗ экскурсисенчен тӗп уйрӑмлӑхӗ - конкретлӑ предприятисене ҫӳреме чӑннипе те кӑсӑкланакан кӑмӑллакан ачасем ҫеҫ хутшӑннинче.
Проекта пурнӑҫланӑ икӗ ҫул хушшинче 50 экскурси йӗркеленӗ, унта 850 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче —УГНТУ студенчӗсем, ҫав шутра ют ҫӗршыв вӗренекенӗсем, УГНТУ лицейӗн воспитанникӗсем тата шкул ачисем. Ачасемпе пӗрле предприятисене 95 преподаватель тухса ҫӳренӗ, проект партнерӗсем экономикӑн чӑн секторӗнчи 32 компани пулнӑ.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-04-08/promyshlennyy-turizm-ugntu-voshel-v-chislo-luchshih-praktik-strany-4643657