Çутă çул
+10 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
13 Апреля , 10:21

Уфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ

Уфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫУфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫ
Уфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫ

#наци проекчĕ
Уфара СССР 50 ҫул урамӗнче вырнаҫнӑ Рихард Зорге ячӗллӗ сквера ҫӗнетес ӗҫсем пуҫланнӑ. Кун пирки Уфари Октябрьский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Антон Тарасов пӗлтернӗ.
Общество уҫлӑхне улӑштарасси «Пурнӑҫ валли инфраструктура» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект пулӑшнипе иртет.
«Хальлӗхе подрядчик скверта кивӗ виткӗҫе сӳтет. Яланхи пекех ӗҫ мӗнле пынине тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӑпӑр, объекта пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра хута ямалла», — тенӗ Антон Тарасов.
Кӑҫал «Пурнӑҫ валли инфраструктура» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программипе Пушкӑртстанра 144 общество территорине хӑтлӑлатӗҫ. Ҫак тӗллевпе федераци бюджечӗ региона 1,1 миллиард тенкӗ янӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Антон Тарасов | МАХ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2026-04-09/v-ufe-blagoustroyat-skver-imeni-riharda-zorge-4645176

 

 

Уфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫ
Уфара Рихард Зорге ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас