

#наци проекчĕ
«Кандры-Куль» ҫут ҫанталӑк паркӗнче «Лебединая заводь» экосукмак территорийӗнче анлӑ экологи субботникӗ иртнӗ. Мероприятие 50 ытла волонтер хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче — ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗн представителӗсем, экологсем тата депутатсем. Ӗҫсем «Экологи ырлӑхӗ» нацпроекта пурнӑҫа кӗртнӗ май иртнӗ.
Субботник вӑхӑтӗнче доброволецсем территорие ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, маршрут инфратытӑмне ҫӗнетнӗ. Объекта хатӗрлесси регионта экотуризм аталанӑвӗшӗн стратегиллӗ пӗлтерӗшлӗ: сукмак чапӗ ӳсет, иртнӗ ҫул кӑна унта 880 ҫын килсе кайнӑ.
1,3 ҫухрӑм тӑршшӗ маршрута антропогенлӑ тиеве пӗчӗклетес тесе проектланӑ: ятарлӑ сукмаксемпе пӑхмалли лаптӑксем сайра тӗл пулакан флорӑна таптасран сыхлаҫҫӗ. «Лебединая заводь» уйрӑмлӑхӗ — вӗренӳ пайӗ. Сукмакра пилӗк тематика станцийӗ пур: «Вӑрманти», «Кӑткӑ йӑви», «Кайӑк пасарӗ», «Хӗрлӗ кӗнекеллӗ» тата «Следопыт».
Пушкӑртстан Экологи министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек маршрутсем йӗркелени граждансен хӑтлӑ канӑвне ҫут ҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ экосистемисене тата чӗрчунсен сайра тӗсӗсене сыхласа хӑварассипе пӗрлештерме май парать.
Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экологи министерстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-04-28/ekotropa-lebedinaya-zavod-v-bashkirii-podgotovlena-k-turisticheskomu-sezonu-4668713