

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче Иглин районӗнчи район центрӗнче поликлиника часах тума тытӑнни пирки пӗлтернӗ. Иглино ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ объекта кӑҫал хӑпартма тытӑнассине ӑнлантарнă вӑл, мӗншӗн тесен ыйту тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ, пациентсемшӗн хальхи условисем вара идеаллисенчен аякра, уйрӑмах пысӑк район хастар аталаннине шута илсе.
Радий Хабиров сменӑна 600 ҫын ҫӳремелли ҫӗнӗ медучреждени «Вӑрăм тата активлă пурнӑҫ» нацпроектӑн «Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш сыпӑкне модернизацилесси» федераллӑ проект пулӑшнипе пулассине уҫӑмлатнă.
Пуҫламӑш звенона ҫӗнетме республика кӑҫал 1 миллиард тенке яхӑн явӑҫтарӗ. Радий Хабиров федераллӑ ӗҫтешӗсене программӑна тӑснӑшӑн тав тунӑ, кун пек пулӑшӑва хаксӑр тенӗ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Социаллă сетьсем.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-05-12/v-sele-iglino-postroyat-polikliniku-na-600-patsientov-v-smenu-4683494