

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинче Çемье эрнине халалланӑ «Сывӑ ҫемье — сывӑ республика» акци пуҫланнă. Мероприяти «Ҫемье» наци проекчӗ пулӑшнипе иртет.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен регионти Сывлӑх центрӗсенче репродуктивлӑ ӳсӗмри мӗнпур арҫынпа хӗрарӑм, ҫавӑн пекех пулас аннесем специалистсемпе тӳлевсӗр канашлама, профилактика тӗрӗслевӗсем иртме пултарӗҫ.
Унсӑр пуҫне республикӑри виҫӗ медицина учрежденийӗнче ансӑр специалистсен хушма йышӑнăвĕсем йӗркеленӗ.
Пушкӑртстан Республикин Сывлӑх центрӗсен тулли списокне ссылкӑпа пичетленӗ.
«Тӑтӑшах тӗрӗслени тата вӑхӑтлă профилактика туни сывлӑхпа ҫыхӑннӑ чылай йывӑрлӑхран хӑтӑлма пулӑшать. Кулленхи хӗвӗшӳре эпир кун пирки час-часах манатпӑр, «кая хӑваратпӑр». Анчах ҫемье сывлӑхӗ — ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн ырлӑхӗн никӗсӗ. «Сывӑ ҫемье — сывӑ республика» акци кирлӗ специалистран ҫырӑнмасӑр консультаци иртме май парать. Ача ҫуратма палӑртакансене е хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслес текенсене пурне те ҫак майпа усӑ курма чӗнетпӗр», — палӑртнă Пушкӑртстан Республикин ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министр ҫумӗ Ирина Небогатова.
Ҫӑлкуҫ: Пушкӑрт Республикин ҫемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министерство.
https://contenta.info/press_releases/1295857#scroll