Çутă çул
+14 °С
Облачно

Радий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗ

#наци проекчĕ

Радий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗРадий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗ
Радий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче Нефтекамскра пулнипе паллаштарнă. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хула юлашки ҫулсенче палӑрмаллах улшӑнса республикӑра чи хӑтлисенчен пӗри пулса тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Нефтекамск тӗрлӗ программӑна хутшӑннӑ, федерацин чылай укҫа-тенкине явӑҫтарнӑ.
Регион ертӳҫи пӗлтӗр унта Ӗҫ мухтавӗн аллейине тирпей-илем кӗртесси вӗҫленнине, «Нефтекамск: вӑхӑт тӗнӗлӗ» пуҫару Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен конкурсӗнче ҫӗнтернине аса илтернӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл кӑтартӑва пысӑка хурса хакланӑ, ҫынсем те ҫӗнӗ общество уҫлӑхне тивӗҫлипе хакланине хушса каланӑ.
Радий Хабиров территорисене аталантарма комплекслӑ майпа пӑхни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Вӑл аллейӑна хӑтлӑлатнӑ хыҫҫӑн тӗп лаптӑка ҫӗнӗ пурнӑҫ пама палӑртнине пӗлтернӗ. Пушкӑртстан хулисене аталантармалли институт кураторӗ ертсе пынипе «Нефтекамск туртăну центрĕ» проект каллех федераци гранчӗн конкурсне хутшӑнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех влаҫсем парксене, скверсене, лаптӑксене тата ҫыран хӗррисене ҫӗнетессине пысăк тимлӗх уйӑрнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, регионти хуласемпе ялсем илемлӗ, меллӗ, ҫынсемпе хӑнасене тарават пулмалла, анчах чи кирли — хӑрушлӑхсӑр, влаҫсем вӗсене майӗпен пысӑк стандартсем патне илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑтлӑх объекчӗсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав малалла пынине аса илтернӗ. Радий Хабиров граждансен хастарлӑхӗнчен ыран Пушкӑртстанри ялсем мӗнле пуласси килнине пӗтӗмлетнӗ, zagorodsreda.gosuslugi.ru порталти кӑмӑла каякан объектшӑн пурне те хӑйӗн сассине пама чӗннӗ.

Сӑнÿкерчӗкĕ: Социаллă сетьсем.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2026-05-20/radiy-habirov-otsenil-preobrazhenie-neftekamska-i-anonsiroval-novyy-proekt-4693717

 

 

Радий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗ
Радий Хабиров Нефтекамск улшӑннине хакланӑ, ҫӗнӗ проект пирки пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас