

#наци проекчĕ
Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗ 2026 ҫулта «Ҫамрӑксемпе ачасем» нацпроекта кӗрекен «Профессионалитет» федераллӑ проекта кӗнӗ. Проект шайӗнче тӗп корпусӑн 1-2 хутне тĕп юсав тума пуҫланӑ. СПО пӳлӗмӗсене ҫӗнетесси ҫурт кивелнине пӗтерме, пурлӑхпа техника базине ҫӗнетме, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерме тата кадрсене хальхи стандартсемпе хатӗрлеме кирлӗ.
Халӗ плиткӑпа линолеума сӳтеҫҫӗ, стенасене шӑтараҫҫӗ, электропралукпа мачча сийӗсене улӑштараҫҫӗ.
Колледж юсавӗ-ҫӗнелнӗ сӑн-сӑпат кӑна мар, студентсене вӗренмелли тата аталантармалли хальхи условисем те.