Çутă çул
+19 °С
Облачно

«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ

#наци проекчĕ

«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ
«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Республикин Çемье, ӗҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министерствинче «Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» Республикӑри аслӑ ӑрури ҫынсен пултарулӑх фестивалӗн 2026 ҫулхи тӗп тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Фестиваль ҫулсерен «Ҫемье» нацпроектӑн «Аслӑ ӑру» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.

Пишпÿлек, Караидель, Мечетли, Балтачă, Шаран тата Кугарчи районӗсенче, ҫавӑн пекех Уфа хулинче иртнӗ ҫичӗ зона смотрне пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм артистсем вокал, ташӑ, инструмент шӑрантарӑвĕ, литература хайлавне илемлӗн вуласси тата оригиналлӑ жанрне республикӑн 61 муниципаллӑ районӗпе хула округӗ хутшӑннă. Хутшӑнакансен пӗтӗмӗшле шучӗ 55 ҫултан иртнӗ 2094 ҫынпа танлашнă, 350 ытла пултарулӑх номерне пӑхса тухнӑ.

Лару вӑхӑтӗнче жюри пӗр саслӑн 2026 ҫулхи сезон фестивалӗн гран-прине Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамал ялӗнчи «Сувар» чӑваш халӑх фольклор ансамбльне, Учалы районӗнчи Учалы ялӗнчи «Эхирэттэр» фольклор ансамбльне, тата Абзелил районӗнчи Халилово ялӗнчи ветерансен хореографи ансамбльне пама йышӑннӑ. Чи лайӑххисен йышӗнче пурӗ 70 ҫӗнтерӳҫе асӑннӑ.

https://contenta.info/press_releases/1321638#scroll

 

 

«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ
«Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ!» аслӑ ӑрури пултарулӑх фестивальне пӗтӗмлетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас