

#наци проекчĕ
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Уфа аэропортӗнчен «Пушкӑрт-беларуç вӑрӑм ӗмӗрӗ. Туризм.» программӑна хутшӑнакансен кӑҫал пӗрремӗш ушкӑнӗ старт панă. Сакӑр кунлӑх «Беларуç эрни» тур 2023 ҫултанпа ӗҫлет, вăл 3 пин ытла ҫулҫӳревҫе пухнӑ та ӗнтӗ. Проекта 55 ҫултан аслӑрах граждансем валли йӗркеленӗ, тӑкаксен пӗр пайне республика бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ.
Пушкӑртстан предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина ҫак пуҫару чӑннипе те пӗтӗм халӑх пуҫарӑвӗ пулса тӑнине, ҫакӑ вӗсен ӗҫне чи лайӑх хак парассине палӑртнă. Программӑна малалла та лайӑхлатнине хушса каланӑ вӑл: тӳрӗ авиарейссем ҫӗнӗрен пуҫланаҫҫӗ, пуян маршрутсем хатӗрлеҫҫӗ, тӑкаксен чылай пайне ҫаплах регион саплаштарать. Министр ҫулҫӳревсем ҫутӑ туйӑмсемпе ҫӗнӗ паллашусем парнеленине палӑртнă, ведомствӑра Пушкӑртстанри ватӑ ҫынсен ҫакӑн пек кану формачӗпе кӑсӑкланасси ӳссе пынишӗн савӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш кӗрекене Уфаран, Стерлитамакран, Салаватран, Кумертауран, çавӑн пекех Уфапа Ишимбай районӗсенчен 44 ҫын хутшӑнать. Чи аслă турист 87 ҫул тултарнă. Маршрута сакăр кун та çичĕ каҫлӑха палӑртнӑ: хӑнасене Минск тӑрӑх экскурсисем, «Дудутки» этнографи комплексӗ, Мир тата Несвиж замокӗсем (ЮНЕСКО списокне кӗртнӗ), ҫавӑн пекех «Хатынь» мемориал кӗтеҫҫӗ. Тӗплӗнрех тата броньӑлама проектӑн официаллӑ порталӗнче май пур.
Уйрӑмах палӑртмалла: проект «Туризм тата тараватлӑх» нацпроект шайӗнче пурнӑҫланать. Сайт: https://баш-белорусское-долголетие.соцтуризмрб.рф/.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru сайтран.