

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра сварщиксем, уйрӑмах строительство сезонӗ хӗрсе пынӑ вӑхӑтра, мĕнпур çĕрте чылай кирлĕ. Регионта пӗлтернӗ 31 пин вакансирен 1,3 пинӗшӗ шӑпах ҫак вутлӑ професси представителӗсем валли уҫӑ тесе пӗлтернĕ республикӑри Çемье, ӗҫ тата социаллă хÿтлĕх министерствин пресс-службинче. Малашлӑхлӑ специальноҫа алла илме е хушма хӑнӑхусене тӳлевсӗр «Кадрсем» нацпроект шайӗнче илме пулать. Министрӑн пӗрремӗш заместителӗ Юрий Мельников, «Чиновник профессине улӑштарать» акцие хутшӑнса лазер аппарачӗпе ҫӗвӗ тума хӑтланнӑскер, сварка — ҫемье йӑли пулнине каласа панă: унӑн ашшӗ Михаил Мельников слесарь вӗренекенӗнчен пуҫласа чи лайӑх сварщик таранах Нугуш шывуправне тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Чиновник ӑстаҫӑ ывӑлӗ тата ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑн кураторӗ пулнӑ май ҫамрӑксен ҫак специальноҫпа кӑсӑкланасси ҫӗнӗрен чӗрӗлнине курни ӑна уйрӑмах савӑнтарнине палӑртнă, ҫакна Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче «Чи лайӑх сварщик» номинацие хутшӑнакансем йышлӑ пулни ҫирӗплетет, унта профессионалсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫӗн ҫӗнӗ енӗсене уҫаҫҫӗ.
Паян, министр ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, регион рынокӗнчи сӗнӳсен 70 процентне яхӑн («Раҫҫей ĕҫӗ» портал пӗлтернӗ тӑрӑх) квалификациллӗ рабочисем ҫине тивет. Позицисене оперативлӑ хупас тесе кадр центрӗсем кашни эрнере вакансисен ярмӑрккисемпе суйлавсем ирттереҫҫӗ, унта ӗҫ паракансем хӑйсен условийӗсене презентацилеме, ӗҫ шыракансем вӗрентӳ тупма пултараҫҫӗ.