

#наци проекчĕ
Учалы хулинче Ҫар мухтавӗн скверне калӑпӑшлӑ юсаса пӗтереҫҫӗ. Ӗҫсене «Пурнӑҫ инфратытӑмĕ» наци проекчӗн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци программипе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.
Паян мемориал зони куҫ умӗнчех улшӑнать. Подрядчик монументсем ҫывӑхӗнчи ҫуран ҫӳремелли ҫулсемпе площадкӑсене тунӑ ӗнтӗ. Специалистсем «Хурланакан амӑшӗ» скульптура копийӗн постаментне витсе пӗтернӗ, тӗп мемориал стелине ҫӗнетме хатӗрлеҫҫӗ. Сквер ҫутӑрах та хӑрушсӑртарах пулса тӑнă: урамсене ҫутатмалли ҫӗнӗ тытӑма пӗтӗмпех вырнаҫтарнӑ, ӑна тӗрӗслесе пӑхасси ӑнӑҫлӑ иртнӗ — каҫсерен мемориал ҫӗнӗ ҫутӑсемпе выляма пуҫланă ӗнтӗ.
Тирпей-илем кӗртни уҫлӑха чаплӑ кӑна мар, хӑтлӑ та тӑвать. Килекенсем валли саксем, урнӑсемпе ҫутаткӑҫсем вырнаҫтараҫҫӗ, Пуçне хунă ентешсен монуменчӗ патне пымалли ҫулсене лайӑхлатаҫҫӗ. Скверта тӗп строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Ҫывӑх плансенче — кивӗ картана сӳтесси, ҫавӑн пекех территорие анлӑ ҫӗнетесси тата ешересси. Ҫар мухтавӗн скверӗ лӑпкӑ уҫӑлса ҫӳреме ҫутӑ та хӑтлӑ вырӑн пулса тӑрĕ, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн тӗп миссине — ентеш-паттӑрсене асра тытма тивӗҫлӗ тата ӑрусен ҫыхӑну вырӑнӗ пулмаллине — упраса хӑварӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Çурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2026-10-11/skver-boevoy-slavy-v-uchalah-preobrazhaetsya-novye-dorozhki-svet-i-pamyat-o-geroyah-4841546