Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Асăну çурти» акци иртнĕ

Пишпÿлекре пурăнакансем вăрçă пуçланнă куна июнĕн 22-мĕшне «Асăну çурти» акципе палăртнă.

Çак кун ялта пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Районта Аслă Отечественнăй вăрçă тивмен çемье çук. Мĕншĕн тесен Пишпÿлек районĕнчен вăрçа кайнă кашни иккĕмĕш паттăр тăван çĕршывшăн пуçне хунă.

Çĕнтерÿ паркĕнчи Паллă мар салтакăн монуменчĕ аттесемпе асатте-кукаçейсен паттăрла иртнĕ пурнăçне манман çынсене пуçтарнă. Районти организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, районти шкулсенче вĕренекенсем, çамрăксен обществăлла организацисен членĕсем йышлăн пухăннă. Районти çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин сăмах каланă. Пуçтарăннисем çапăçу уй-хирĕнче пуçне хунă паттăрсене пĕр минут шăп тăрса хисеплесе асăннă.

Çакăнтах Чернов Владимир Анатольевич ертсе пыракан «9 рота» шырав отрячĕ пухнă «Çапăçу уй-хирĕнчен» выставка тăратнă.
Читайте нас: