Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çирĕклĕсем хăйсен паттăрĕсене манмаççĕ

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 78 çул иртрĕ пулин те Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакансем хăйсен паттăрĕсене манмаççĕ.

Çак кунсенче Çирĕклĕ ялне пырса кĕнĕ çĕрте палăк туса пĕтернĕ. Çирĕклĕ ял Совечĕ ял тăрăхĕнче çуралса ÿсне Совет Союзĕн Геройĕсене Васильев Павел Ефимовичпа Титов Василий Федоровича чысланă чул юпана вăрçă пуçланнă кунпа тÿр килтерсе уçни те символлă. Çак çамрăк каччăсем вăрçă çулĕсенче туса пулманнине тунă, вĕсен Çентерĕве хывнă ĕлĕшне сăмахпа каласа пулмасть. Вĕсен паттăрлăхне пула эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр.

Палăка уявла уçнă тĕле çирĕклĕсем концерт программи хатĕрленĕ. Палăка тума пысăк пулăшу панă граждансем Çирĕклĕ ял Совет ял тăрăх администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕç пулнă.
Читайте нас: