Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Паян Уфара «Çĕнтерÿ» республика марафонĕ старт илнĕ

«Çĕнтерÿ» республика марафонĕ «Çĕнтерÿ салючĕ» республика халăх пултарулăхĕн фестивалĕ йĕркипе 2019 çулхи ноябрьтен пуçласа 2020 çулхи майччен пырать.

Унта Пушкăртстанри мĕнпур муниципаллă районсемпе хуласем хутшăнаççĕ.

Марафон ноябрĕн 7-мĕшĕнче — Раççейри çар мухтавĕн кунĕнче — старт илни питĕ символлă, мĕншĕн тесен шăпах çак кун 1941 çулта Мускаври Хĕрлĕ площадьре уявла парад пулнă. Парад пĕтĕм тĕнчене Мускав тăшман аллине лекмест тесе кăтартса панă.

Республика марафонĕн тĕп задачисенчен пĕри — кăмăл-сипет тата патриот воспитанийĕ, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен астăвăмне упраса хăварасси.

«Çĕнтерÿ» штандартне Бурай районне параççĕ, малалла Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне палăртассине чысланă мероприятисем зона тапхăрĕсем иртекен вунă вырăнта, мĕнпур хуласемпе районсенче иртеççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: