Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Астăвăм кунĕ

Ĕнер Паллă мар салтак кунĕ пулчĕ. Çук, уяв мар, вăл — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче унăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçса пуç хунă ятсăр салтака аса илсе пуç таймалли кун.

Пирĕн тивĕç: хăйĕн вилĕмĕпе тăшмана малалла иртме паман паттăрсене ялан асра тытасси, çитĕнекен ăрăва аслă ăрусен паттăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентесси.

Ситек шкулĕнче вĕренекенсем те çак кун вăрçăран таврăнман паттăрсене халалланă мемориал патне чечексем хунă.

Сергей СЕМЕНОВ
Читайте нас: