Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Паян Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсен кунĕ

Çак кун эпир паттăрсене аса илетпĕр. Аслă Отечественнăй вăрçă хирĕсенче паттăрлăх кăтартнă пирĕн ентешсенчен çиччĕшĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ, иккĕшĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Андреев Кирилл Дементьевич, Васильев Павел Ефимович, Гадельшин Хамит Габдуллович, Парамонов Константин Ефимович, Павлов Николай Спиридонович, Степанов Константин Иванович, Титов Василий Терентьевич, Прокопьев Герман Терентьевич тата Маньшин Василий Петрович — вĕсен ячĕсемпе эпир мăнаçланатпăр.
Афганистанра тата Чечен Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă паттăрсен кунĕ те паян. Кашапов Марсель Амирович, Яковлев Владимир Георгиевич, Исаев Владимир Иванович Афганистанра пуçĕсене хунă. Аскаров Виль Октябрисович, Фаюршин Ильнур Юсупович, Муртазин Эдик Мазитович, Николаев Игорь Дорофеевич, Захаров Андрей Петрович, Касымова Венера Шамилевна Чечен Республикинчен киле сывă таврăнман. Вĕсем те чăн-чăн геройсем.
Геройсен ячĕсене манас мар тесен ÿсекен ăрăва вĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа памалла. Çак ĕçе районти ача сачĕсенче, шкулсенче пысăк ĕлĕш хываççĕ. Ялсенче çăлсене тирпей-илем кĕртсе паттăрсен ячĕсене параççĕ.
Пишпÿлекре — Игорь Николаев çăлĕ, Хушăлкара — Володя Яковлев çăлĕ, Усак-Кичура — Ильнур Фаюршин çăлĕ, Демскинче Аптряш çăлĕн территорийĕнче Виль Аскарова, Эдик Муртазина тата Андрей Захарова халалланă асăну стенчĕ пур.
Пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр сывă пулĕ!
Пишпÿлек район администрациĕн ВК страницинчен.
Читайте нас: