1941—1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине чысланă «Победа глазами молодых» республика фотоконкурсĕ старт илнĕ.
Конкурс йĕркелÿçи — Пушкăртстан Республикин Профсоюзсен Федерацийĕ. Конкурса 12 çултан пуçласа 35 çулчченхи ÿсĕмри фотолюбительсем те, профессионалсем те хутшăнма пултараççĕ. Кашни участник виççĕрен ытла мар сăнÿкерчĕк (электрон вариантпа кăна) тăратмалла.
Конкурса хутшăнас тесен 2020 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен (çак кун та кĕрет) фотоĕçсене [email protected] электрон адреса ярса памалла е Уфа хули, Киров урамĕ, 1 (Дом профсоюзов, каб. 334) адреспа автор хăй илсе килмелле (электрон вариантпа).