Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене 75 пин тенкĕ тÿлеççĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе килĕшÿллĕн‚ 2020 çул Раççейре Асăну тата мухтав çулталăкĕ пулать

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвас йĕркепе Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пĕр хутчен парăнакан тÿлевпе хавхлантарĕç. Раççейре пурăнакан кашни вăрçă ветеранне 75 пин тенкĕ параççĕ‚ тыл ĕçченне — 50 пин тенкĕ. Çакăн çинчен Раççей Президенчĕ Владимир Путин Санкт-Петербургра ветерансемпе тата обществăлла патриот пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра пĕлтернĕ.
Çĕршыв пуçлăхĕ астутарнă тăрăх‚ юбилейлă Çĕнтерÿ çулĕсенче ветерансене 10 пин тенкĕлĕх‚ тыл ĕçченĕсене 5 пин тенкĕлĕх тÿлевсем панă пулнă.
Январĕн 18-мĕшĕнче президент Ленинград блокадин ункине татнăранпа 75 çул çитнине халалланă мероприятисене хутшăннă.
Унччен маларах Владимир Путин Ленинград облаçĕнчи «Рубежный камень» монумент умне чечек хунă‚ Пискарев мемориал масарне çитнĕ‚ Ленинград блокади тата хÿтĕлев музейĕн экспоначĕсемпе паллашнă.
Лента.ру
Читайте нас: