Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Путин: Раççей тата Израилĕн тĕнчене нацизмран çăлса хăварнисене тав тума ачасене вĕрентмелле

РФ Президенчĕ блокадăри Ленинградра пурăннисене тата ăна хÿтĕленисене чысласа палăк лартнă Израиль влаçĕсене тав тунă

РФ Президенчĕ Владимир Путин блокадăри Ленинградра пурăннисене тата ăна хÿтĕленисене чысласа лартнă «Свеча памяти» палăка уçнă церемонинче çамрăксене тăнăç пурнăç хаклăхне мала хурас тесе хăйсен пурнăçне шеллеменнисене тав тума вĕрентесси тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçин урокĕсене вĕсен асĕнче хăварасси Раççейпе Израилĕн тивĕçĕ тесе каланă.
Раççей лидерĕ Израиль влаçĕсене блокадăри Ленинградра пурăннисене тата ăна хÿтĕленисене чысласа палăк лартнăшăн тав тунă. Президент асăннă мероприятие тĕрлĕ ирттерме пулни çинче уйрăм чарăнса тăнă. Çапах та Израильте ăна мĕнле йĕркелени Президента питĕ хумхантарнă тата савăнтарнă.
Путин палăртнă тарăх, Раççее тата Израиле Холокост пулман тесе калама хăтланни тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçин итогĕсене урăхлатма тăрăшни ăна уйрăмах тарăхтарать.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: