Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Астăвăм территорийĕ

Раççей çыннисемшĕн Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен историллĕ чăнлăха хÿтелес, фронтра пуçне хунисемпе Çĕнтерÿпе таврăннисен, тылра ырми-канми ĕçленисен чысĕпе мухтавне хÿтелес тема пысăк пĕлтерĕшлĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче «О проведении в Российской Федерации Года памяти и славы» Указа алă пуснă. Тăван çĕршывăн паттăрлăхне мала хурса çитĕнекен ăрăва ÿстересси — библиотека ĕçĕнчи тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. Кăçал унăн ĕç-хĕлĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне чысланă мероприятисем ирттересси тĕп вырăн йышăнать.
Тĕп библиотекăн вулав залĕнче «Территория памяти» музейпе библиотека выставка проектне уявла уçрĕç, ăна Аслă Çĕнтерĕве 75 çул тултарнине чысланă. Проекта пурнăçлаканĕсем — Пишпÿлекри музей пĕрлешĕвĕ тата Пишпÿлекри централизациленĕ библиотека системи.
Выставкăна уçнă çĕре Пелепейри ялхуçалăх механизацийĕпе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хисеплĕ хăна — Демскинчи вăтам шкулти истори вĕрентекенĕ, аслă квалификаци категориллĕ учитель, Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ, «Патриот России» асăну медалĕпе, «За активную военно-патриотическую работу» обществăлла медальпе, «100-летие Республики Башкортостан» медальпе наградăланă, «Демский — сквозь призму времени» кĕнеке авторĕ, «9 рота» шырав отрячĕн ертÿçи Владимир Анатольевич Чернов пулчĕ. Вăл шырав ĕçĕн мĕнпур йывăрлахĕсемпе уйрăмлахĕсем çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Кашни экспонат ун аллинче тĕлĕнмелле пĕлтерĕшпе палăрса тăчĕ.
Выставка проекчĕ январĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен районти ялсенчи пысăк библиотекăсенче эстафета евĕр иртет. Ача сачĕсене, шкулсене, ача-пăча тата çамрăксен центрĕсене асăннă проекта хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр.
Людмила ЧЕРНОВА,
районти тĕп библиотекăри массăллă сектор заведующийĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Людмила ЧЕРНОВА.
Читайте нас: