Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Аставăм çулĕ валли сăнÿкерчĕксем малалла пуçтараççĕ

Пушкăртстанра «Патриот» паркри аставăм çулĕ валли 11 пин сăнÿкерчĕк пухнă

Подмосковьери «Патриот» паркĕнче майра уçăлакан «Дорога памяти» мультимедиа галерейи валли Пушкăртстанран 11 пин ытла хĕрлĕармеецсен сăнÿкерчĕкне тăратнă. Çакăн пирки Центрти çар округĕн пресс-служби пĕлтерет.
«Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче çырнă çырусемпе фронтовиксен сăнÿкерчĕкĕсен кописене тăвас тата вĕсене электрон базăна кĕртес ĕçе республикăри çар комиссариачĕсен сотрудникĕсем илсе пыраççĕ», — тенĕ пĕлтерÿре.
Пушкăртстанра пухнă 163 пин ытла вăрçă участникĕ çинчен материал пур, вĕсен шутĕнче — 500 ытла çыру. «Дорога памяти» мультимедиа галерейăна Подмосковьери «Патриот» паркра тăваççĕ. Ку вăл Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп музейĕн филиалĕ пулать.
Пушкăртстан çыннисене вăрçă участникĕсем — хăйсен тăванĕсем, çывăх çыннисем çинчен сведенисене çав мультимедиа парка кĕртес тесен çар комиссариачĕсене кайма ыйтаççĕ.
"Башинформ" ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: