Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ачасем вăрçăн малти лининче

Анна Степановна Бежикован пурнăçĕнче вăрçă ачисен синкерлĕ шăпи уççăн курăнать

Çĕршывра Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулне палăртнă вăхăтра эпĕ Анна Степановна Бежиковапа (хĕр чухнехи хушамачĕ Кожевникова) паллашрăм. Вăл — ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, ăна «За добросовестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» медальпе наградăланă. Эпир калаçса кайрăмăр, хĕрарăм вăрçă çулĕсенчи кунĕсем çинчен каласа пачĕ.
Анна Степановна Воронеж çывăхĕнчи пысăках мар ялта çуралнă. Ашшĕ Степан Игнатьевич колхоз председателĕ пулнă. Вăрçа пуçланнă пĕрремĕш кун — 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче — ăна ытти ял çыннисемпе пĕрле мобилизациленĕ. Ун хыççăнах Михаил пиччĕшне те. Анна 15 çулта пулнă, вăл кĕçĕннисемшĕн анне вырăнне юлнă. Амашĕ иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçре пулнă. Килти мĕнпур ĕç Анна çинче — çемье валли апат пĕçернĕ: улма хуппипе тата шÿрпе. Çулла мăян пуçтарнă, унран пашалу пĕçернĕ, тĕрлĕ çырла, кăмпа хатĕрленĕ, пахчара ĕçленĕ, утă хатĕрленĕ. Взрыв сасси тата самолетсем кĕрлени çывхарнăçем-çывхарнă. Воронеж облаçĕ фронт зонине çаврăннă. Ял çыннисен тепĕр ĕç хушăннă — оборона сооруженийĕсем (окопсемпе танксене хирĕçле шăтăксем) чавмалла пулнă.
1942 çулхи çуркуннерен пуçласа 1943 çулхи мартчен Воронеж облаçĕн çĕрĕсем çинче юнлă çапăçусем пынă. Фронт линийĕ Воронеж витĕр иртнĕ. Кожевниковсен çуртĕнчен 40 километрта. Совет командованийĕ çынсене çапăçусем вăхăтĕнче кил-çурчĕсенчен кайма, окопсемпе çĕрпÿртсене пытанма хушнă. Орудисен сасси чарăнман, хăлхана хупласа лартнă.
Ялтан инçех мар çар госпиталĕ вырнаçнă, унта аманнисене сипленĕ. Анна ытти ачасемпе пĕрле унти салтаксене пăхма пулăшнă. Миçе çул иртсен те нăкă аманнисем, хăйсем çÿрейменнисем: «Деточки, милые, подойдите!» тесе чĕннине манмасть ветеран. Ачасем салтаксемпе калаçнă, юрăсем юрласа панă. Салтаксен куçĕсем çав самантсенче куççульпе шывланнă.
Анна Степановна пĕр саманта аса илет. Ачасен пылак çиес килнĕ-тĕр, анчах вăрçă вăхăтĕнче тутлă апат пулман-çке. Пĕррехинче вĕсен килĕнче сахăр татăкĕ пулнă, ачасем ăна катса çимен, çула-çула кăна илнĕ, çапла майпа пылак тутă вăрахрах пытăр тесе тăрăшнă. Çăкăра та хаклама пĕлнĕ вĕсем.
Кожевниковсен çемйин пурнăçĕнчи чи хура та хурлăхлă кун — ашшĕ ячĕпе «хура хут» килни. Амăшĕ ĕçре пулнă, ачасем малтисем пулса тăлăх юлни çинчен пĕлнĕ. Амăшне каласшăн пулман, анчах хĕрарăм чĕрине епле улталăн? Вăл ачасем шăпланнине тÿрех асăрханă, кÿрши вĕсем патне почтальон килни пирки каласа панă. Степан Игнатьевич 1944 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче госпитальте суранĕсене пула вилнĕ. Ачисене хăратас мар тесе, амăшĕ нÿхрепе аннă та çĕрĕпе ÿлесе макăрнă. Анна тата та хытăрах амăшне пулăшма тăрăшнă. Михаил пиччĕшĕ тыткăна лекнĕ, унта чутах выçăран вилмен, анчах тарма пултарнă. Фронт лининчен иртсен, ăна арестленĕ, штрафбатальона янă. Михаил 1945 çулхи майăн 7-мĕшĕнче пуçне хунă.
Анна пĕчĕкренех агронома вĕренсе тухма ĕмĕтленнĕ. Вăл шкул пĕтернĕ, ялхуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Калуга облаçĕнче ĕçлеме пуçланă. Унта Бежиков Петр Игнатьевича тĕл пулса качча тухнă. Унпа 40 çул пĕрле пурăнса виçĕ ача ÿстернĕ.
Вăрçă ачисен шучĕ çулран-çул сахалланса пырать, Анна Бежикова пĕлтĕр пурнăçран уйрăлчĕ.
Елена АНДРЕЕВА,
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти музей ертÿçи.
Сăнÿкерчĕкĕ: вăтам шкулти музей архивĕнчен.
Читайте нас: