Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Наградăсемшĕн мар, чыс хушнă пек çапăçнă тата ĕçленĕ

Пăслăкра çуралса ÿснĕ Михаил Анисимович Александровăн сăнÿкерчĕкĕсемпе наградисем çемье архивĕнче тирпейлĕ упранаççĕ

2020 çул пирĕн çĕршыв халăхĕ фашизма Çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă тăвать. Çак вăрçă Тăван çĕршывăн историнче юнлă йĕр хăварчĕ, миллионшар çын пурнăçне татрĕ. Манăн çемьешĕн Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен астăвăм сăваплă. Кукаçейĕн — Михаил Анисимович Александровăн сăнÿкерчĕкĕсемпе наградисем çемье архивĕнче тирпейлĕ упранаççĕ, реликви шутланаççĕ.
Михаил Анисимович Пăслăкра нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 17-ре пулнă. 1942 çулхи июньте ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Фронта тÿрех лекмен — Бузулук хулинче вырнаçнă Астаханти çуран çар училищине политрука вĕреннĕ. 1944 çул Брест хулинчен кăнтăртарах Буг юханшывĕн сылтăм çыранĕнчи плацдармшăн пынă çапăçу 1-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнчи 175-мĕш Уралпа Ковель Хĕрлĕ ялавлă дивизин Ревдин стрелковăй полкĕн 278-мĕш стрелковăй взвод командирĕшĕн пĕрремĕш пулнă. 1945 çулхи февральте полк Варшавăна ирĕке кăларнă Вислапа Одер операцине хутшăннă. Висла урлă каçасси калама çук хĕн пулнă: шыв лайăх шăнман, хĕррисенче те пăр хулăн пулман. Çавăнпа та кимĕсем пулсан та шыв урлă каçма май килмен. Тăшман пĕр чарăнми персе тăнă май взвод шыв урлă каçнă та плацдарма илнĕ. Çак çапăçушăн взвод командирĕ Михаил Анисимович Александров 1945 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ çăлтăр ордена тата «За освобождение Варшавы» медале тивĕçнĕ.
1945 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче Польшăри Закольнев таврашĕнче унпа юнашар снаряд çурăлнă. Ултă осколок ÿтне кĕрсе тулнă. Операци тунă, тыла эвакуациленĕ. Çĕнтерĕве Саратоври çар госпиталĕнче кĕтсе илнĕ. Михаил Анисимович 1946 çулхи августра лейтенант званипе килне таврăннă. Çапăçури паллă ĕçсемшĕн ăна I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградаланă.
Фронтовик тăван ялĕнче ĕçе вырнаçнă. Темиçе çул ял Советĕнче секретарь, шкулта военрук пулса вăй хунă. Унтан икĕ çул комбайнера пулăшакан пулнă. Пелепейре механизаторсен шкулне пĕтернĕ хыççăн анлă профильле специалист пулса тăнă. Çар училищинче вĕреннĕ вăхăтранах çирĕп ыйтакан, дисциплина, çынсене ертсе пыма пĕлни юлнă. Çак паха енсем Михаил Анисимовича малашне те кирлĕ пулнă — ăна колхозри инженери службине шанса панă. 20 çула яхăн Михаил Анисимович профком председателĕ пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ревизи комиссине ертсе пынă. Çапăçури наградисем çумне ĕçри хастарлахшăн панисем хутшăннă — Хисеп Палли орден, «Тава тивĕçлĕ колхозник» хисеплĕ ят. Анчах вăл наградăсемшĕн çапăçман, ĕçлемен, урăхла пулма совĕç хушман.
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн Михаил Анисимович Александровăн пуян биографийĕ çакнашкал кĕске йĕркесем хыçĕнче тăрать.
Майăн 9-мĕшĕнче эпĕ кукаçее Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕпе саламлаймастăп. Вал орденĕсемпе медалĕсене çакмасть, мемориал патĕнче сывă юлнă ытти юлташĕсемпе тĕл пулмасть… Михаил Анисимович Александров 2011 çулхи февралĕн 24-мешĕнче, фронтра аманнă хыççăн шап та лăп 66 çул иртсен çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
Елена ФЕДОТОВА,
Пăслăк ялĕ.
Сăнÿкерчĕк: çемье архивĕнчен.
Читайте нас: