Район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Демскинчи Николай Никитович Дорофеева «75 лет Победы в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» юбилей медальне панă.
Николай Никитович Дорофеев 17 çулта фронта хăй ирĕкĕпе ыйтса кайнă. Ăна 1944 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче призывпа илнĕ. Гварди рядовой Дорофеев февральтен сентябрьччен 28-мĕш стрелковăй полкра пулеметчик пулнă. 1944 çулхи сентябрьтен пуçласа 1945 çулхи июньччен Пĕрремĕш Украина фрончĕн 399-мĕш гварди стрелковăй полкĕнче çапăçнă. Çартан 1950 çулхи мартра таврăннă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Сергей ИВАНОВ.