«Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонĕ февраль пуçламăшĕнче Мордовинче старт илнĕ. «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра Саранскри тата муниципаллĕ районсен чи лайах пултарулăх коллективĕсем, Мордови Республикин халăх тата тава тивĕçлĕ артисчĕсем, çамрăксем, волонтерсем юрланă.
Атăлçи федераллĕ округра пултарулăх коллективĕсем юрланине февральте — март пуçламăшĕнче, самоизоляци режимне кĕртиччен, çыртарнă. Паян çак чи юратнă юрра Атăлçи федераллĕ округра пурнăнакан халăхсен чĕлхипе юрлани уйрăмах чуна пырса тивет. Республикăсемпе облаçсен пултарулăх коллективĕсем юрланине апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 8-мĕшĕччен вырăнти телеканалсенче кăтартаççĕ. Кашни кун акцие çĕнĕ регион хутшăнать. Çĕнтерÿ кунĕ, майăн 9-мĕшĕнче, çак юрра марафона хутшăннă мĕнпур коллективсем юрлĕç. Вĕсем юрланине социаллă сетьсенче #песнипобедыПФО #нашденьпобеды хэштегпа тата ютубра тупма пулать.