Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекре «Асăну çурти» акци иртрĕ

Пишпÿлекĕн тӗп площадĕнче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Асӑну çурти» акци пулнӑ, унта районти тӗп тата ача-пӑча библиотекисен, культура сферин, музей ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.

1941 ҫулхи июнӗн 22–мӗшӗ — пирӗн историре чи хурлӑхлӑ кунсенчен пӗри. Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Пирӗн Тӑван Ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнисене, пире тăнăç пурнӑҫ панисене асра тытни — эпир тума пултарнă чи пĕчĕк тивĕçсенчен пĕри.
Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: