Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Никам та, нимĕн те манăçман
23 Сентябрӗн 2021, 12:34

Хаяр вăрçă çулĕсене аса илет

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен Алексеевкӑри Анна Максимовна Петрова ветеран каласа пачӗ.  

Хаяр вăрçă çулĕсене аса илет
Хаяр вăрçă çулĕсене аса илет

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫинчен Алексеевкӑри Анна Максимовна Петрова ветеран каласа пачӗ.

— Эпӗ Пишпӳлек районӗнчи Ситекпуçĕнче 1930 ҫулхи июлӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хамӑн ачалӑха ҫак ялта ирттертӗм. Аннепе пӗрле пĕрмай ӗҫлеттĕмĕр. Килти хуҫалӑх усраттăмăр, пыл хурчӗсем тытаттăмăр. Пире пур ӗҫре те асаттепе асанне пулӑшатчӗҫ.

Вӑрҫӑ пуҫланнă чух эпӗ шкул ачиччĕ. Разнорабочи пулса ӗҫлерӗм. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗрарӑмсен икӗ ҫыншӑн ӗҫлеме тивнӗ. Вӗсем тракторпа, комбайнпа ӗҫленӗ. Манӑн атте 1946 ҫулта Ҫӗнтерӳпе таврӑнчĕ. Вӑл — Японипе пынă вӑрçа хутшӑнакан ҫын.

1957 ҫулта качча кайнипе Алексеевка ялне куҫса килтĕм. Кунта колхозра дояркӑра ӗҫлерĕм, ҫавӑн пекех кӗтӳ кĕтнӗ. Пӗррехинче мана преми те пачӗҫ — пилӗк сурӑх. Ку питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Нумай ӗҫлерӗмӗр. Хӗлле лашапа утӑ турттаратчӗҫ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрмана вутӑ хатӗрлеме яратчĕç. Хӗллехи тапхӑрта ӑшӑ атӑ-пушмак пулман, ҫавӑнпа ҫӑпатапа ҫӳреме тиветчӗ. Манӑн мӑшӑр Иосиф Никитович та колхозра тракторист пулса ӗҫлерӗ. Каярахпа колхоз бригадирӗ пулса тӑчĕ.

Пирӗн ҫемье пысӑк, манӑн пилӗк ача: виҫӗ хӗр тата икӗ ывӑл. Халӗ хӗрпе, ывӑлпа тата кинпе ялта пурӑнатӑп, — каласа парать ветеран.

Анна Максимовнан нумай награда пур: ӗҫ ветеранӗн медалӗ (нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн), Амӑшӗн медалӗ, 1941-1945 ҫулсенче Ҫӗнтерӳ ячӗпе юбилей медалӗсем.

Кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Анна Максимовнӑна "Вӑрҫӑ ачисем" удостоверени панӑ.

Галина КУДРЯШОВА,

çамрăксен «Вектор» центрĕн специалисчĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Галина КУДРЯШОВА.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Хаяр вăрçă çулĕсене аса илет
Хаяр вăрçă çулĕсене аса илет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: