Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă

1941 ҫул. Шлиссельбурга илнĕ...

Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă
Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă

1941 ҫул. Шлиссельбурга илнĕ...
Пишпÿлекри ача-пăча пултарулăх центрĕнче шӑпах ҫакӑн пек йӗркесенчен Пӗтӗм Раҫҫейри "Блокадăри Ленинград" истори квесчӗ пуҫланнӑ.
Квеста 2 команда хутшӑннă: "Ҫӑлтӑрсем" (Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул), "Туслăх" (Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул).
Унта хутшӑнакансем ҫакӑн пек станцисем иртнӗ: "Морзе Азбуки", "Шифровка", "Тумтир форми", "Юлашки ҫыру". Кашни станцӑра вӗсене ҫарпа истори факчӗсем ҫине тӗревлесе интереслӗ заданисем тата Ленинград блокади тапхӑрӗнче пулса иртнӗ даннӑйсем кӗтнӗ.
Квест пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳçе палăртнă. Вăл "Туслăх" команда пулнă. 2-мӗш вырӑнта, паллах, "Ҫӑлтӑрсем" . Командӑсене квеста хутшăннăшăн дипломсем панă, ҫӗнтерӳҫе вара асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.
#ВолонтерыПобеды
#БижбулякскийРайон
#НеТолько9Мая
#БлокадныйЛенинград
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă
Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă
Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă
Пишпÿлек ачисем истори квестне хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: