Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ
"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ

Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ тӗлне Хушăлкари вăтам шкулти 6, 9 классенче "Паттӑрлӑх, хаюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ. Вӗренекенсем уяв историйĕ çинчен, историллӗ событисем, Тӑван ҫӗршывшӑн служит тунăшăн панă наградӑсем ҫинчен пӗлнĕ.
Алена Алексеевна Хушăлка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, паттӑрлӑхпа хаюлăхшăн Совет Союзӗн Геройӗ ятне панă Константин Иванович Степанов ҫинчен каласа панӑ. Ҫак уяв тӗлне библиотекӑра "Раҫҫей Геройӗсен кунӗ" ятлӑ кӗнеке куравӗ йӗркеленнӗ.
Ачасем Аслă Отечественнăй вăрçă, Афган, Чечен вӑрҫисенче паттӑрла ӗҫсем тунӑ тата пысӑк наградӑсене тивӗҫнӗ паттӑр-ентешсем ҫинчен пӗлнĕ.
#навигаторыдетства #Росдетцентр #РДШ #РДДМ #ГероиОтечества #НавигаторыДетстваРБ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ
"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ
"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ
"Паттӑрлӑх, хăюлăх, мухтав" библиотека урокӗ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: