Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ

Музейри калаҫăва никам та сӳрӗккӗн итлемен.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн музейӗнче Раҫҫей Геройӗсен кунне халалланӑ паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ.
5 "б" класра вӗренекенсен умӗнче музей ертӳҫи Елена Ивановна Андреева тата 10 "а" класра вӗренекен Григорий Романовпа Арина Данилова тухса калаҫнă. Вӗсем Пишпÿлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсемпе Социализмла ӗҫ Геройӗсем ҫинчен каласа панă. 1990 ҫулта çак шкултан вӗренсе тухнă Игорь Николаевăн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен Е.И. Андреева паллаштарнă. Музейри калаҫăва никам та сӳрӗккӗн итлемен.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: