Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

“Пирӗн геройсем” акци

1941 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче В.А. Иванов нимӗҫсене хирӗҫ вӑрҫа тухса кайнă.

“Пирӗн геройсем” акци
“Пирӗн геройсем” акци

Василий Акимович Иванов 1898 ҫулта Пушкӑрт АССРĕнчи Пишпÿлек районӗнчи Лысогорка ялӗнче ҫуралнӑ. Вăл вырӑс пулнă. Вӑл шухӑ ача пулнӑ, ялти ачасемпе ҫапӑҫма юратнӑ. Пуринчен ытла лашапа ярӑнма юратнӑ. 12 ҫултанпа тара кӗрӗшсе ӗҫленӗ.
1918 ҫулхи январӗн 28-мӗшӗнче РСФСР халӑх комиссарӗсен Совечӗ "Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ çарӗ çинчен" декрет кӑларнӑ, Василий Иванов унта хӑй ирӗкӗпе, ним шухӑшласа тӑмасӑрах кӗнӗ. Вăл кавалерист пулнă. Вӑл 1918 ҫулхи мартран пуҫласа 1922 ҫулхи июнь уйӑхӗччен Дутовпа Врангель ҫарӗсене хирӗҫ Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ.
1941 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнче В.А. Иванов нимӗҫсене хирӗҫ вӑрҫа тухса кайнă. Ӑна каллех утлӑ разведка взводне — 303-мӗш сп тата 69 сд ҫар чаҫне вырнаҫтарнӑ.
1944 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче сержант Иванов Осиповичи хулана штурмлакан группӑра ҫапӑҫнӑ. Тӑшманӑн вут-хĕм точкисене хула патне пымалли ҫулсем ҫинче пӗтерсе тӑкас задача лартнӑ хыҫҫӑн, сержант Иванов тӑшман дочӗ патне систермесӗр пынă та, пулеметпа танк пулемечӗн расчетне пӗтерсе, танксене хирӗҫ перекен гранатӑсемпе пенӗ. Боец ҫапла майпа чаҫсем хӑвӑрт малалла кайма тата ҫапӑҫу ӑнӑҫлӑн вӗҫленме май панă. Ҫакӑншӑн Василий Акимовича правительство награди — Отечественнӑй вӑрҫӑн виҫҫӗмӗш степеньлӗ орденне (1944 ҫулхи июлӗн 20-мӗшӗнчен 97 н номерлĕ подразделенин приказӗ) тӑратнӑ.
Иккӗмӗш орденне вӑл ҫакӑн пек тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн илнӗ: 1944 ҫулхи июлӗн 21-мӗшӗнче ирхи 4.00 сехетре сержант В.А. Иванов разведчиксемпе пӗрле тӑшман тылне 60 километра марш тунӑ. Хӗвеланӑҫ Буг шывӗ урлӑ каҫса, 27 сехет тăршшĕ, урӑхла каласан, Хӗрлӗ çарӑн тӗп вӑйӗсем килсе ҫитиччен, оборона тытса тӑнӑ. Кунта патшалăх чиккине юсанӑ, унта юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ ҫине утлӑ разведчиксем лартнӑ хӗрлӗ ялав вӗлкӗшме пуҫланӑ.
Каҫӑпа хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдарм оборони вӑхӑтӗнче тӑшманӑн тӑватӑ контратакине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, унта Иванов сержант сакăр нимӗҫ салтакне пӗтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна патшалăх награди - Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ панӑ.
Василий Акимович темиҫе хутчен аманнӑ, унăн контузи пулнӑ, ҫавӑнпа та 1944 ҫулта демобилизаци йӗркипе таврӑннӑ.

Зинаида ИВАНОВА,
Йăлпăлак ялĕ.

“Пирӗн геройсем” акци
“Пирӗн геройсем” акци
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: