Йĕркелÿçĕсем пӗтӗм Раҫҫей масштабӗнчи геройсене темиҫе меслетпе асӑнма сӗнеҫҫӗ:
- Автомобиль салонӗнчи айккинчи кантӑк ҫине хӑвăрăн геройăн сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарма юрать. Мӗнле тумалла-ха ӑна? https://vk.cc/cnMQvg
- Хӑвăрăн тумтире ҫемье геройӗн сӑнӳкерчӗкӗпе илемлетме те ҫак куна унпа пӗрле ирттерме юрать: https://youtu.be/JSnWZALEY0E
- Хӑвăрăн герой сăнÿкерчĕкĕпе бейдж туса ăна Ҫӗнтерӳ кунӗ тӑхӑнма юрать, служба тивӗҫӗпе эсир формӑллӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳретӗр пулсан та. Ҫырса хатӗрлемелли оптималлӑ вариант: https://vk.cc/cnQG0
- Социаллӑ сетьсенче пӗр кунлӑха аватара улӑштарма, ВКра открыткӑна лартма, хӑвăрăн ҫемйен геройӗн биографине #нашБессмертныйполк хештегра ҫырса хума юрать. Инструкци: https://vk.cc/cnQG1x
- Хӑвăрăн героя "Вилӗмсӗр полк" проект сайчӗ ҫине хушма, унта Ҫӗнтерӳ кунӗнче сайтри кашни ҫын видеопотокра хӑйӗн ветеранне тупма пултарать. Ҫакӑн валли унӑн хушаматне, ятне тата ашшӗ ятне шырав йӗркинче пухмалла пулать. Тӗплӗнрех кунта: https://vk.cc/cnQG2i
Кашниех ветерансене асӑнса хисеплемелли пӗр е темиҫе меслет суйласа илме пултарать – çапла Вилӗмсӗр полк пӗр урамран, площадьрен е ҫыран хӗрринчен тухать. Вара кашниех хӑйӗн ҫемйин геройӗсемпе пӗрле Ҫӗнтерӳ кунӗнче унӑн пайӗ пулса тӑрӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне акцисем ирттересси ҫинчен пӗлтерме Раҫҫейӗн Вилӗмсӗр полкӗн хĕрÿ линийӗ ӗҫлет: 8 (800) 20-1945-0
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан