Егорпа Наталья Андреевсен ҫемйинчен тӑваттӑн фронта тухса кайнă: Андреев Александр Егорович, Андреев Василий Егорович (манӑн атте), Андреев Петр Егорович, Андреев Михаил Егорович.
Манӑн атте Василий Егорович тата пичче Михаил Егорович Ҫӗнтерӳпе киле таврӑнчӗҫ. Александр Егорович пичче 1943 ҫулта пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пирӗн Петр Егоровичӑн шӑпи ҫинчен атте-анне каласа панисенчен çеç кăштах пӗлетӗп.
Андреев Петр Егорович Пишпÿлек районӗнчи Йăлпăлак ялĕнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна 1941 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче ҫара илнӗ. Вӑл техникӑна лайӑх пӗлнӗ пирки ӑна 260 стрелковӑй дивизие, 264 гварди стрелковӑй полкӑн 87 стрелковӑй дивизинче летчик пулма илнĕ. Ҫамрӑк пулин те, Петр Андреев сержант отделени командирӗ пулнӑ. Ку вӑл Петр яваплӑ та хӑюллӑ боец пулни ҫинчен калать.
Унӑн пурнӑҫӗнчи чи интереслӗ эпизод маншӑн Петр Егорович хӑйӗн самолечӗпе тӑван ялне вӗҫсе килни. Мӗн чухлӗ вӑхӑт килте пулнӑ вӑл, калама пултараймастӑп. Тен, темиҫе минут кăна, унӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗпе юнашар вĕçев маршручӗ пулнӑ пулӗ. Çавăн чухне вӑл килĕнче юлашки хут пулнă. Петр ҫулталӑк ытла службӑра пулнӑ. 1942 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче Петр Егорович Андреев летчик сержант пуçне хунă. Ӑна Сталинград облаҫӗнче Нижняя Кулика хуторта пытарнӑ. Мухтав героя! Ӗмӗр асӑнмалӑх!
Зинаида ИВАНОВА,
Йăлпăлак ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: çемье архивӗнчен