Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ

Хӑйӗн пайне, финансне, ĕçне ҫӗнӗ обелиск тума хывакансене пурне те пысӑк тав.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ

Йăлпăлакра Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ял ҫыннисене халалланă обелиск уҫнӑ.

Уява халӑх нумай пухӑннӑ. Обелиска уҫнӑ ҫӗре Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑннӑ, вӑл пурне те Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе хӗрӳллӗн те чӗререн саламланӑ.

Обелиска уҫнӑ чаплӑ самант. Унӑн умне чечек хуни. Пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑни.

СвятойТроицки храмӗн настоятелӗ иерей Владимир обелиска тасалӑх тивленӗ кӳнӗ те Турра кӗлтунӑ.

Чаплӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн унта хутшӑнакансем асăнмалăх сӑнӳкерчӗк тунă. Паркран тухнӑ чухне пурне те салтак пӑтти тата Ленинградри блокада ҫӑкӑрӗ кӗтнĕ. Хӑйӗн пайне, финансне, ĕçне ҫӗнӗ обелиск тума хывакансене пурне те пысӑк тав.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совет администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Ҫӗнтерӳ кунӗ умĕн Йăлпăлакра обелиск уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: