Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр

Акцие хутшӑнакансем пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнă.

Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр


Астăвăмпа хурлăх кунĕ Пишпÿлек районӗнчи хастарсем Ҫӗнтерӳ паркне пухӑннă, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсем умӗнче ҫурта ҫутса пуҫ тайма пуҫтарӑннă.
"Астăвăм çурти" акцие хутшӑнакансем умӗнче район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов тата Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тухса каланă.
Унтан акцие хутшӑнакансем пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнă, Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне пуçне хунă ентешӗсене саламланă, чечексем хунă та асăну ҫуртисем ҫутнă.
1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗ - пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывшӑн чи йывӑр та хӑрушӑ кун. Ҫак вӑрҫӑ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗх йӗр хӑварнӑ чи юнлӑ та аркатакан вӑрҫӑ пулса тӑнă.

1418 кун тулли хуйхӑ, паттӑрлӑх, тÿсĕмлех. Йывӑрлӑхсемпе хӗн-хур, хӑрав тата выҫлӑх пулсан та, пирӗн мӑн асаттесем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кӳме пурне те тунă!

Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр! Хурланатпӑр, астӑватпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Эпир мирлӗ пӗлӗт айӗнче пурӑнма ирӗк панӑ асаттесен паттӑрла ӗҫӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: