Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ

Митинг Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне пуçне хунă салтаксене пытарнӑ вырӑнсене кайса курнипе вӗҫленнӗ.

Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ

Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ. Пишпÿлекре ҫак уява чунтан хисеплеҫҫӗ. Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче ҫак куна халалланӑ митинг иртнӗ. Районти ҫапӑҫусен ветеранӗсем мероприятие хастар хутшӑннă. Афган вӑрҫин ветеранӗ Гаяз Муллагалеев ҫапӑҫусен ветеранӗсене юрӑпа саламланă. Администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов, вӑрҫӑ, ӗҫ ветеранӗсен районти Канашӗн председателӗ Рафаель Ибраев, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен ҫемйисен регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Фарида Мазитовна Мухаметзянова хутшӑннӑ.
Малалла митинга хутшӑнакансем Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне пуçне хунă салтаксене шӑплӑх минучĕпе чысланă, мемориал плитисем патне чĕрĕ чечексем хунă.
Митинг Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне пуçне хунă салтаксене пытарнӑ вырӑнсене кайса курнипе вӗҫленнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

 

Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Июлӗн 1-мӗшӗнче Çапӑҫу ветеранӗсен кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: