-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Слакпуҫĕнче (Пелепей районӗ) Хӗрлӗ Ҫар боецне, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Василий Павлович Васильева пытарнӑ церемони пулнӑ. Унӑн шăм-шакне Смоленск облаҫӗнчен "9 рота" шырав отрячӗн ертӳҫи Владимир Чернов илсе килнӗ. Унсӑр пуҫне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов тата район ветеранĕсен юхӑмӗн председателӗн заместителĕ Елена Андреева пытарнă çĕре хутшӑннă.
Палӑртса хӑваратпӑр, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Слакпуҫ ялӗ Пишпÿлек районне кӗнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz